Алина Николаевна Тимофеевăпа Вера Васильевна Никифорова «Чувашия-Мед» страхлакан компани пĕрлĕхĕн районти офисĕнче тăрăшаççĕ. Вăл Елчĕкри тĕп больницăн çуртĕнче вырнаçнă. Специалистсем асăннă тытăмра чылай çул тăрăшса пысăк опыт пухнă, шаннă тивĕçе яваплăха туйса пурнăçлаççĕ.
— Юлашки вăхăтра çуралакансен шучĕ чакни, вилекенсен йышĕ нумайланни вăрттăнлăх мар, çав вăхăтрах пурнăç тăршшĕ кĕскелни те чăннипех те шухăшлаттарать. Пирĕн, страховани представителĕсен, тĕп тĕллевĕ — обязательнăй медицина страхованийĕн тытăмĕн профилактика ĕçĕ-хĕлне вăйлатасси, страхланă çынсене сиплев ĕçĕнче тулли информаципе тивĕçтересси, çав шутра чир-чĕре вăхăтра сиплесси тата сипленỹ тапхăрне сăнаса тăрасси, — палăртать Алина Тимофеева, асăннă тытăмра 27 çул тăрăшаканскер.
Ку ĕçре диспансеризацие вăхăтра тухни витĕмлĕ вырăн йышăнать, вăл шала кайнă чирсене тупса палăртса сипленме май парать.
Страхлав компанийĕн специалисчĕсем аса илтереççĕ: 2021 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен коронавируспа чирленĕ граждансен диспансеризаци витĕр тухмалла. Унсăр пуçне 18-39 çулсенчи граждансене 3 çулта 1 хут, 40 çул тултарнисене тата унран аслăраххисене кашни çулах çак тĕрĕслев витĕр тухма йыхравлаççĕ.
Енчен те медицина пулăшăвĕпе çыхăннă ыйту çуралсан граждансем талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те «хĕрỹ линин» 8-800-250-02-26 номерлĕ тỹлевсĕр телефонĕпе çыхăнма, страховани компанийĕн районти представителĕсене 8-991-198-02-83 номерпе шăнкăравлама пултараççĕ.
Е.КРЫЛОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Алина Тимофеевăпа Вера Никифорова ĕç вырăнĕнче.