Июнĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1855 çулта вырăс çарĕсем Севастополе хỹтĕленĕ май акăлчансен, французсен тата турккă çарĕсен тапăнăвне Малахов курган патĕнче чарса лартнă.
Июнĕн 22-мĕшĕ. Çак кун 1941 çулта фашистла Германи СССР çине тапăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнмалли кун.
Июнĕн 29-мĕшĕ. Çак кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç çапăçнă партизансемпе подпольщиксене асăнаççĕ.