Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем кăçал республикăра пĕрремĕш вырма каçалăкне уçакансем пулчĕç.
Çак сăлтавпа ытларикун районта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулса курнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе — Леонард Левыйпа пĕрле вăл ял хуçалăх предприятийĕнчи хĕрỹ ĕç вĕресе тăракан пăрçа ани çине, май пулнипе усă курса хуçалăхăн анлă уй-хирĕсенчи шыв пек чỹхенсе ларакан ытти тыр-пул пуссисене те çитсе курнă. Ял хуçалăх министрĕ Аслă Елчĕксем пысăк тухăç алла илме пултарассине хăй куçĕпе курса ĕненнĕ.
Сергей Артамонов ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçипе — Валерий Падуевпа тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Валерий Афанасьевпа курнăçнă май ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те сỹтсе явнă.