Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енри шкулсенче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советниксем пулĕç. Республикăри Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров каланă тăрăх, 400 советника ĕçе йышăнĕç. Вĕсем вĕренекенсемпе педагогсем хушшинче информаципе ăнлантару ĕçне туса пырĕç.