Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çимĕкчен çеç мар

Çимĕкчен çеç мар

Районти хăш-пĕр ялсенче, пытарма кирлĕ мар, масар территорийĕсене çимĕкчен тасатаççĕ те — çавăнпа çырлахаççĕ.

Ĕнел ялĕнче пурăнакансен ку хăнăху çирĕпленмен. Вĕсем çимĕкчен çеç мар, сăваплă вырăна тирпейлессине ытти тапхăрта та мала хураççĕ. Иртнĕ шăматкун черетлĕ субботник ирттернĕ волонтерсем. Хĕрĕх ытлан курăк çулнă, тĕмсене каснă, çỹп-çап пуçтарнă — ятарлă свалкăна ăсатнă.

— Сăваплă вырăна тасалăхра тытасси кашнин тивĕçĕ пулмалла, — теççĕ хастарсем.

Районта çул хĕррисене пуçлăхсем хушсан-каласан çулкалаççĕ-ха. Масар таврашĕсенче те пĕтĕм çĕрте Ĕнелти пек мар вĕт. Кăкăр таран кармашнă çум курăк! Кунта та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем калани (е ỹкĕтлени) кирлĕ-ши? Асăннă проблема калаçтараканскер ан пултăр-ха малашне: çĕре кĕнĕ тăвансене асăнса, вĕсен ятне çĕклесе тирпей ĕçне чун хушнипе пурнăçлар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code