Пĕлỹ кунĕнче Аслă Елчĕкри Христос чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Максим Петров протоиерей çулсеренех вĕренекенсене йыхравласа кĕлĕ ирттерет.
Çỹлти Турă ачасене вĕренỹре те, пурнăçра та пулăшса пытăр, — тет чирỹ настоятелĕ.
Кĕлĕ хыççăн шкул ачисене вĕренỹ хатĕрĕсем пама тата пылак çимĕçпе сăйлама май туса панăшăн вăл ялта лавкка тытакансене пысăк тав сăмахĕ калать.
(Хамăр корр.).