Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Пĕр кун участковăйпа»

«Пĕр кун участковăйпа»

Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕçре полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тỹпи пысăк.

Районта полицин участоксенчи 5 уполномоченнăйĕ тăрăшать: Алексей Борисов, Петр Еремеев, Ильнар Абейдуллин, Ирина Алексеева, Наталья Вершкова. Вĕсен ертỹçи Людмила Егорова.

Йĕркене пăсасран тата преступлени тăвасран асăрхаттарса участковăйсем тăтăшах халăх хушшинче пулаççĕ, шкулсене, ăнăçсăр çемьесене çỹреççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем республика шайĕнче иртнĕ «Пĕр кун — участковăйпа» акцие хутшăнса тĕрлĕ ял тăрăхĕнче пулчĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Наталья Вершкова участковăй Курнавăш шкулĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code