«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пациентсене пĕрремĕш пулăшу паракан учрежденисене çĕнетсе хăтлăлатасси тĕп задачăсен йышĕнче тăрать.
Çак программăна пурнăçланă май районти икĕ врач амбулаторине юсанă. Чи малтанах Патреккелти амбулатори çĕнелсе илемленнĕ. Çак кунсенче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи врач амбулаторийĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Чỹречесене улăштарнă, ăшă тытăмне тĕпрен çĕнетнĕ, йывăç урай вырăнне кафель плитасем сарнă. Урамран кĕмелли картлашккана улăштараççĕ, чи кирли — сусăррисем валли пандус вырнаçтараççĕ.