Çĕр çыннине пулăшма тĕрлĕ субсиди уйăраççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене туса илнĕ тата сутнă чухнехи тăкаксене саплаштарма патшалăх пулăшу парать.
Кăçал тыр-пул тухăçĕ пысăк. Хуçалăхсем 1 млн тонна яхăн тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан икĕ хут нумайрах. Паллах, тухăç пысăк пулни тырă хакне чакарать. Çакă вара фермерсемпе хуçалăхсен тупăшне пĕчĕклетет. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене туса илекенсене пулăшма хыснаран 78 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Хальлĕхе ял хуçалăх таварне туса илекен 164 пĕрлешỹ 47 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Çывăх вăхăтрах РФ Ял хуçалăх министерствипе килĕшỹ тума палăртаççĕ. Çавна май хушма укçа килмелле. Пĕрчĕллĕ культурăсене туса илнĕ тата сутнă чухнехи тăкаксене саплаштарма тĕрев парĕç.