Чăваш Ене Донецк тата Торез электротехника завочĕсен специалисчĕсем килнĕ. Вĕсем кунта квалификацие ỹстерĕç тата çĕнĕ продукци хатĕрлеме вĕренĕç.
«Донецкри икĕ заводăн специалисчĕсем Шупашкарти электроаппарат заводĕнче 3 эрне пĕлĕвне тарăнлатнă. Çакă вĕсене электротехника хатĕрĕсен производствине вырнаçтарма май парĕ. Çав хатĕрсем ирĕке кăларнă территорисене çĕкленĕ май кирлĕ пулĕç», — тесе палăртнă ЧР промышленность министрĕ Александр Кондратьев. Шупашкарти электромеханика колледжĕн преподавателĕсем хăнасене вĕренĕвĕн теори пайĕпе паллаштарĕç, документсене йĕркене кĕртме пулăшĕç. Электроаппаратура заводĕнче вара практика пайĕ иртĕ.