Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăнукĕпе савăнаççĕ

Мăнукĕпе савăнаççĕ

Асламăшĕпе аслашшĕ пулнă çынсене ватлăхра мĕн хаклă, мĕн савăнтарать-ши? Çак ыйту çине чылайăшĕ çапла хуравласси пирки эпĕ пĕртте иккĕленместĕп — мăнукĕсем сывă ỹсни, вĕренỹре, ĕçре ỹсĕмсем туни, çынсен хисепне тивĕçни.

Тĕмер ялĕнчи Раиса Николаевна тата Петр Николаевич Крыловсем те шăпах çакăн пек шутлаççĕ. Акă, аслă мăнукĕ Максим иртнĕ çул вĕçĕнче Раççей çарĕн службине тăнă. Маларах Мускаври автомобиль тата çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ çамрăка Раççей Космос çарĕсен чаçĕнче хĕсмете тăма суйласа илнĕ. Çар тивĕçне çулталăка яхăн пурнăçланă вăхăтра вăл çар чаçĕн ялавĕ умĕнче сăн ỹкерĕнме тивĕç пулнă, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Тав çырăвĕ янă.

Нумаях пулмасть çар заданине пурнăçлас ĕçре тăрăшулăх, пултарулăхпа пуçарулăх кăтартнăшăн чаç командирĕ Максим Крылов ефрейтора хăйĕн ятарлă приказĕпе Тав тунă. Çакнашкал чыса Космос çарĕсен чаçĕнче службăра тăракан чи пултаруллă, тарăн пĕлỹллĕ салтаксем çеç тивĕçеççĕ. Максим вĕсен йышне кĕме пултарнă. Пултаруллă салтакăн аслашшĕпе асламăшĕ Тĕмерте чи хисеплĕ çынсен шутĕнче. Çамрăк чухне иккĕшĕ те ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ. Петр Григорьевич вăй питти çулĕсене шкулта ĕçлесе ирттернĕ, ачасене машинăпа трактор ĕçне вĕрентнĕ, хуçалăх заведующин тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă. Раиса Николаевна вара Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн 40 çул ытла ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ, фельдшерица пулса ĕçленĕ. Ĕлĕк ялта хальхинчен виçĕ хут нумайрах çын пурăннă, кашни килтех йышлă ача-пăча çитĕннĕ. Çын йывăр чирлесен, хĕрарăмăн ача çуратма вăхăт çитсен «Васкавлă пулăшу» машинине мар, ялти фельдшерицăна чĕннĕ. Раиса Николаевнан çав çулсенче çĕрĕпе куç хупман каçсем пайтах пулнă.

Ĕçчен те пултаруллă мăшăр виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Пурте хулара тĕпленнĕ, çемье çавăрса пурăнаççĕ. Крыловсен мăнукĕсем те йышлă. Аслашшĕпе асламăшĕ ывăлĕсен çемйисене мăнукĕсене çитĕнтерме пулăшаççĕ. Вĕсене çуллахи каникулта ялта курма пулать. Пулас салтак Максим та çуллахи вăхăта Тĕмерте ирттернĕ, аслашшĕпе юнашар тăрса ĕçе хăнăхнă. Аслă классенче вĕреннĕ тапхăрта каникулта ĕçе вырнаçнă, хăйне валли укçа ĕçлесе илнĕ. Паха йывăçăн çимĕçĕсем те паха, тенĕ ваттисем.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Максим Крылов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code