2020 çултан тытăнса Раççей Правительствин йышăнăвĕпе ялта ĕçлесе пурăнакансене çăмăллăхлă ипотека кредичĕпе тивĕçтереççĕ. Унпа ялсенче çурт лартас-туянас кăмăллă çынсем усă курма пултараççĕ.
Патшалăх программипе килĕшỹллĕн пурнăçланакан кредитăн процент ставки рынокри вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех, çулталăкра — 3 процент.
Программа ĕçе кĕнĕренпе Чăваш Енри 1600 çын ипотекăпа усă курнă, çав шутран 178-шĕ унăн ставкине 1 процент, 0,5 процент, 0,1 процент чакарма республикăран субсиди илнĕ.
Кредитăн чи пĕчĕк ставкине (0,1 процент) хăш ушкăнри çынсем валли çирĕплетнĕ?
— Мобилизациленĕ граждансем, хăйсен ирĕкĕпе çара кайнисем, «Атăл» батальонра службăра тăракансем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем;
— ялта ĕçлесе пурăнакан нумай ачаллă çемьесем;
— ялта ĕçлесе пурăнакан, 35 çула çитмен специалистсем валли;
0,5 процентпа паракан çăмăллăх ипотеки хăш категорире тивĕçет?
— ялта АПК сферинче ĕçлесе пурăнакан граждансене;
— ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене, муниципалитет тата бюджет учрежденийĕсенче, вăрман хуçалăхĕн сферинче вăй хуракансене.
1 процент ставкăллă кредита камсене параççĕ?
— ялти социаллă сферăра;
— потребитель тата ял хуçалăх кооперацийĕнче;
— пушара хирĕç кĕрешекен службăра ĕçлекенсене.
Мобилизациленнисен, хăйсен ирĕкĕпе çар ретне тăнисен çывăх çыннисен çар операцине хутшăннине çирĕплетекен документ тăратмалла. Çамрăк специалистсен — диплом, ял хуçалăх организацийĕнче вăй хунине ĕнентерекен ĕç кĕнекин копине.
Банкран уйăракан укçа-тенкĕн чи пысăк сумми — 3 миллион тенкĕ. Енчен те укçа çитмесен çемьере арăмĕн те, упăшкин те çурт хăпартма кредит илме пулать. Çапла вара çемьен кредичĕ 6 миллион тенке çитет. «Ял ипотеки» программăпа Чăваш Енри ял-хуласенче пурăнакансем те усă курма пултараççĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче халăх йышĕ пысăк пулнăран, программăна лекеймеççĕ. Çурта электричествăпа, канализаципе, шыв пăрăхĕпе çыхăнтармалла. Енчен те усă курнă çурт-йĕр туянас тесен вăл 5 çултан кивĕ пулмалла мар, предприяти-организацин — 3 çул.
Çурт тума аккредитаци илнĕ подрядчика явăçтармалла.