Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Савăнăç инкекпе ан вĕçлентĕр

Савăнăç инкекпе ан вĕçлентĕр

Хĕллехи вăхăтра тăвайккирен çунашкапа ярăнасси ĕлĕкренех йăлана кĕнĕ. Анчах хальхи вăхăтра çакăн валли çил пек пысăк хăвăртлăхпа вĕçтерсе ярăнма май паракан тĕрлĕрен инвентарьсемпе усă курма тытăннăранпа кану, савăнăç вăхăчĕ çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх та кăларса тăратма пултарни çинчен аса илтерме тиветех.

Ача-пăча валли уйăрнă площадкăсемпе кану паркĕсенче хĕллехи вăхăтра ярăнмалли вырăнсем хатĕрленĕ чухне вĕсенче çирĕплетнĕ хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăнса ĕçленине Гостехнадзор специалисчĕсем çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ пулин те çитменлĕхсене нумай тупса палăртма пулать.

Маларах палăртнă ятарлă вырăнсенче хĕллехи тăвайккисене ГОСТ требованине пăхăнса пурнăçламанни е çакна кура çынсем аманнин тĕслĕхĕсем çирĕпленсен, паллах, яваплă çынсен тивĕçлĕ ответ тытма тиветех. Йывăçран ăсталакан, 40 сантиметртан çỹлĕрех пулакан хĕллехи пăрлă тăвайккисене тунă тата вĕсене вырнаçтарнă чухне питех те тимлĕ пулмалла.

Банан евĕрлĕ хальхи йышши вĕрсе тултарнă çунашкапа асăрханусăр усă курни те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Шел пулин те, юлашки çулсенче çакăн пек тĕслĕхсемпе нумай тĕл пулма тивет. Хăшĕ-пĕрисем çакăн йышши çунашкасене снегоход прицепĕ çине çаклатса ярăнма та «ăс» çитереççĕ — айванла хăтлану. Ку чухне пулма пултаракан пысăк хăрушлăх — куç умĕнче. Савăнăç инкекпе ан вĕçлентĕр тесен, чи малтан, хамăрăн асăрхануллă пулмалла. Кайран — чавса çывăх та, çыртма пулмĕ…

В.МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code