Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕчĕккисем те çул çỹреве тухĕç

Пĕчĕккисем те çул çỹреве тухĕç

Республикăра кăçал туризма аталантарас тĕллевпе чылай ĕç тума палăртнă.

Шупашкарти 1-мĕш электроподстанци пулнă çуртра энергетика музейĕ хута ярĕç, турист карттине туса хатĕрлĕç. Кăçал Чăваш Ен «Нумай сăнлă Раççей» проекта кĕнĕ. Унпа çыхăннă мероприятисене ирттерме пуçлĕç. «Промышленность туризмĕ» проектпа килĕшỹллĕн 9-11 классем валли экскурсисем йĕркелесшĕн, вĕсене 12 предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарĕç. Шкул туризмĕ 5000 ытла ачана (5-8 классене) республикăри паллă вырăнсене çитсе курма пулăшĕ. Çавăн пекех ку çул 3-4 класс ачисене çул çỹреве тухмашкăн майсем туса парĕç. Вĕсем валли халĕ экскурси программисем хатĕрлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code