2021 çулта çĕршывра ял хуçалăх микроçыравĕ иртрĕ.
Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 68 пин (çав шутра 25,3 пин — ĕне), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче — 22,4 пин (8,7 пин — ĕне), хушма хуçалăхра 86,7 пин пуç (48,5 пин — ĕне) пулнă. Кăтарту хушма хуçалăхсенче ĕне йышĕ чакнине палăртать.
2020-2021 çулсенче ĕне йышне ỹстерес тĕллевпе хушма хуçалăхсене тĕллевлĕ субсиди парса та пулăшрĕç: пĕр выльăхшăн — 2300, иккĕшĕн — 3300, виççĕ е ытларахшăн 4300 тенкĕ. Иртнĕ çултан тытăнса хăй тĕллĕн ĕçлекенсене те хавхалантарчĕç. Чăваш Енре пĕлтĕр хăйсен ĕçне пуçарнисен шутĕнче 7 пин ытла кил хуçалăхĕ пулнă. Вĕсене патшалăх ĕне хакĕн 99 процентне е 70 пин тенкĕ тавăрса парĕ. Унсăр пуçне, техника туяннăшăн, вĕлле хуртне ĕрчетсе пулнă тăкакăн 40 процентне саплаштараççĕ. Качака, удобрени туяннăшăн, тăпрана агрохими тĕпчевĕ витĕр кăларса тỹснĕ тăкакăн пĕр пайне те каялла тавăрса парĕç. Ку йĕрке кăçал та сыхланса юлĕ.