Републикăра паян тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен йышĕ 2,4 пин ытла çынпа танлашать.
Юлашки пилĕк çулта вĕсен шучĕ 19 процент чакнă, çĕнĕрен тупса палăртаканнисен йышĕ те пĕчĕкленсе пырать. Пĕлтĕр шута илнисем — 302 ача, çав шутра 193-шĕ ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех вĕсен хỹттисĕр юлнă.