Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама халăх кар тăрать: апат-çимĕç, ăшă тумтир, куллен кирлĕ ытти япала пуçтарать, техника туянать. Предпринимательсем черетлĕ хут унта çитсе килес шухăшлине пĕлсен халăх кĕске вăхăтрах виçĕ «УАЗ» автомашина тултармалăх япаласем пухса ĕлкĕрнĕ.
Инçе çула тухас умĕн сăваплă ĕçе хутшăннă активистсем Елчĕкри тĕп лапамри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман салтаксене халалласа лартнă палăк умне чарăнчĕç. Пухăннисен умĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илчĕ, ырă ĕçшĕн мĕн пур халăха тав турĕ. Автокаравана вырăна çитерес енĕпе яваплăха хăйсем çине илнĕ Вадим Чернов, Андрей Головин, Сергей Краснов, Александр Падуев, Валерий Катин предпринимательсем уйрăм тав сăмахне тивĕçрĕç.
Инçе çула тухакансене Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Сенькин благочиннăй, Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонах, Аслă Елчĕкри Христос чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Максим Петров протоиерей пиллерĕç.