Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Ỹсĕм вырăнĕ» пулăшать

«Ỹсĕм вырăнĕ» пулăшать

«Вĕренỹ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланакан çут çанталăк ăслăлăхĕн (медицина енĕпе) профилĕн вĕрентĕвĕн центрне («Ỹсĕм вырăнĕ») пирĕн шкулта 2021 çулхи вĕренỹ çулĕнче йĕркелесе янă.

Çапла майпа хальхи вăхăтра ял ачисене хула ачисемпе тан аталанма мĕн пур услови пуррине курса ĕненетпĕр. Хими предметне тарăннăн ăса хывас кăмăллă вĕренекенсемшĕн кăсăкли çав тери нумай кунта.

Ку енĕпе пире Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн преподавателĕсем нумай пулăшаççĕ. Профориентаци программипе килĕшỹллĕн вĕсем 9-11 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулса ятарлă курссем ирттереççĕ. Ытларах чухне вĕсем хăйсем шкула килсе çỹреççĕ, эпир те ачасемпе пĕрле техникумра темиçе те пулса курнă. Кирлĕ чухне вĕренĕве онлайн мелпе йĕркелеме пулать.

А.СМИРНОВА,
Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти директорăн вĕренỹ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code