Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви çуркунне сунара тухма ирĕк илмешкĕн ыйтса çырнине йышăнма пуçланă.
Апрелĕн 1-30-мĕшĕсенче кăвакал аçине тытма ирĕк параççĕ, 15-24-мĕшĕсенче ăсан аçине, хур, кăрăпчак тытма юрать. Заявление патшалăх пулăшăвĕн порталне яма та май пур.