Ача-пăчапа çамрăксен театр коллективĕсен «Театр Атăлçи» округри фестивалĕ çитĕнекен ăрăва театра çывăх пулма, унăн тавракурăмне анлăлатма, культура тата кăмăл-сипет хаклăхĕсене ỹстерме пулăшать.
Унăн регионти тапхăрĕ 2022 çулхи октябрь-декабрь уйăхĕсенче иртнĕ. Январьтен пуçласа февраль уйăхĕччен фестивалĕн округ тапхăрне йĕркелерĕç. Мартăн 27-мĕшĕнче — Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче — фестивале пĕтĕмлетĕç, çĕнтерỹçĕсене укçа-тенкĕ парса хавхалантарĕç (1-мĕш вырăншăн — 250 000 тенкĕ, 2-мĕш вырăншăн — 200 000, 3-мĕш вырăншăн — 150 000 тенкĕ.
Балл суммипе «Чи лайăх çамрăксен спектаклĕ», «Чи лайăх ача спектаклĕ», «Чи лайăх режиссер ĕçĕ», «Чи лайăх актер», «Чи лайăх актриса», «Чи лайăх музыка илемлетĕвĕ» тата «Чи лайăх художествăллă илемлетỹ» номинацисенче çĕнтерỹçĕсене палăртĕç.
Мартăн 27-мĕшĕнче спектакльсемпе çак сайт урлă паллашма пулĕ: https://театральноеприволжье.рф.