Елчĕк округĕн тĕп больницин Николай Патшин хирург ертсе пыракан хирурги уйрăмĕнче пысăк опытлă медперсонал тăрăшать. Кашниех хăйне шаннă ĕçе тĕплĕн, чун хушнипе пурнăçлать.
— Эмелпе анчах мар, ырă та ăшă сăмахпа та сиплеççĕ вĕсем, пациента хавхалантарса унăн ыратăвне сиреççĕ, кĕске хушăрах самайланма пулăшаççĕ, — çапла пĕлтереççĕ хирурги уйрăмĕнче сипленекенсем.
Ăшпиллĕ те ырă чунлă медработниксене сывалса тухмассерен чĕререн тав тăваççĕ вĕсем.
Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 31 тата 11 çул тăрăшакан Ирина Исаевăпа Елизавета Немцева медицина сестрисем ĕç вырăнĕнче.