Округ хаçатне 2023 çулхи иккĕмĕш çур çула çырăнтарасси пынине аса илтеретпĕр. Апрелĕн 10-20-мĕшĕсенче ăна йỹнĕрех хакпа — 504 тенкĕ те 66 пуспа çырăнма пулать.
Альтернативлă майпа хаçата редакцине килсе çырăнма, кайран ăна редакцирен, НФЦран, автовокзал территорийĕнчи Анатолий Краснов предпринимателĕн, тĕп больница çывăхĕнчи Надежда Герасимован «Для Вас» лавккисенчен илсе тăма тата йỹнĕпе — 360 тенкĕпе çырăнма та пулать.
Хаçат редакцийĕ.