Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хĕрлĕ автан» ан алхастăр

«Хĕрлĕ автан» ан алхастăр

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2023 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче кăларнă Постановленипе килĕшỹллĕн апрелĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Çавна май Елчĕк округĕнчи пушар асăрхавĕн тата профилактика ĕçĕсен уйрăмĕ вăрмансенче, ялсенче, граждансен килти хуçалăхĕсенче вут-кăварпа питĕ асăрхануллă пулма чĕнсе калать. Типĕ курăка тата ỹсен-тăран юлашкисене çунтарма пачах та юрамасть. Вут-çулăмăн чĕлхи вăрăм, теççĕ. Çанталăк çиллĕ тăнине те шута илсен — хăрушлăх пушшех ỹсет.

Пирĕн округра паянхи кун тĕлне 4 пушар шута илнĕ. Пурлăх тăкакĕ пĕтĕмпе 70,6 пин тенкĕпе танлашнă. Пушарта пĕр çынна çăлнă, çын аманнă е вилнĕ тĕслĕхсем пулман. «Хĕрлĕ автан» ялкăшнин сăлтавĕсем: кăмакасене тĕрĕс мар хута янинче (2 тĕслĕх), вут-кăварпа тимлĕхсĕр пулнинче (1), электрооборудовани юсавсăрринче (1). РФ Административлă право кодексĕ çирĕплетнĕ çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн, пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене пăснăшăн граждансене — 15 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене — 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, юридика сăпачĕсене 100 пин тенкĕрен пуçласа 400 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ.

А.САЙКИН,
Елчĕк округĕнчи асăрхав тата профилактика ĕçĕсен пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code