Пушартан сыхланмалли режим вăхăтĕнче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат хатĕрлеме, вăрманта тата ун çывăхĕнче çỹп-çап çунтарма чарнă.
Çавăн пекех вăрман тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çывăхĕнче те вут чĕртме юрамасть.
Йĕркене мĕнле пăхăннине мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслесе тăраççĕ, чарăва пăхăнманнисене штраф тỹлеттереççĕ.