Иван Яковлевич Яковлев хатĕрленĕ чăваш букварьне 1912 çулта И.Трофимовпа К.Иванов нумай çĕнетнĕ, анчах кивĕ текстне те хăварнă. Кунта поэт куçарнă «Чĕкеç», «Çулталăк хушши» сăвăсемпе «Çарăк» юмах пичетленнĕ. И.Яковлев хăй ертсе пынă ĕçĕнче К.Ушинскин «Родное слово», «Детский мир» тата Л.Толстойăн шкулти вулав кĕнекисенчен тĕслĕх илнĕ. Букварьте вăл халăх сăмахлăхне пысăк вырăн панă.
Пуçламăш вĕренỹ кĕнекинчи илемлĕ сăмах тексчĕсен виççĕмĕш ушкăнĕ вăл — вырăсларан куçарнисем. Ача-пăча ỹсĕмне кура кунта ăса вĕрентекен юптарусемпе калавсем питĕ вырăнлă. Çавăнпа Яковлев 1880 çулсенчех Л.Толстойăн кĕнекисене вырăсларан чăвашла куçарттарать, уйрăм калавпа юмахĕсене букваре кĕртет.
«Чăваш кĕнеки» ят пирĕншĕн букварь пĕлтерĕшĕ кăна мар, ăна эпир халĕ халăх пурнăçне, ун ăс-хакăлне пĕтĕмлетекен кĕнеке пек ăнланатпăр. Хăй вăхăтĕнче вăл чылай енчен çав пĕлтерĕшлех пулнă, чăваш халăх пурнăçĕн тыткăчи шутланнă та, шутланать те.
Венера УСАНОВА,
Шăмалакри библиотека заведующийĕ.