«Çитĕннисем — ачасене» ыр кăмăллăх акцийĕ малаллах пырать.
Вăл «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафонăн пайĕ шутланать. Акци вăхăтĕнче пуçтарăннă укçа-тенке Елчĕкри искусство шкулĕнче сцена костюмĕсем (чăваш тумĕсем) илме тата кунти сĕтел-пукана çĕнетме усă курĕç.