Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Зинаида Сусмет — Кивĕ Эйпеçрен

Зинаида Сусмет — Кивĕ Эйпеçрен

Пĕрремĕш ăрури совет учителĕсем хăйсен пурнăçĕнче сахал мар йывăрлăх тỹснĕ. Апла пулин те ырă малашлăха шанса пурăнни, çĕршыва юратни вĕсене умри йывăрлăхсене çĕнтерсе çитĕнỹсем тума хистенĕ. Ялти учителĕн — Зинаида Петровна Сусмет кун-çулĕн çутă тĕслĕхĕ çакна тепĕр хутчен яр уççăн çирĕплетет.

Хăйĕн автобиографийĕнче вăл çапла каласа кăтартнă: «Эпĕ 1902 çулта Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесне кĕрекен Кивĕ Эйпеç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Атте вилнĕ хыççăн эпĕ, ун чухне 7 çулта пулнă, тата манăн икĕ пичче вырăнти пуп тата кулаксем патĕне тарçа кайса кĕтĕмĕр. Çапла эпĕ 1919 çулчченех (кĕске вăхăтлăха анчах ĕçлемен кунсем пулнă) çынсем патĕнче тарçă пулса пурăнтăм… Кĕлмĕçре иртнĕ ачалăх манăçа тухĕ-и вара? Хир тăрăх пынă вăхăтра атте лашине чарса çапла калатчĕ: «Ачасем, ав, курăр пучах ỹксе юлнă, кайса пуçтарăр ăна».

Зинаида хăйсен ялĕнче пуçламăш шкул пĕтернĕ, 1915 çулта Хусанти хĕрарăмсен семинарине вĕренме кĕнĕ. 1918 çулта пĕлĕвне Теччĕри учительсен семинарийĕнче малалла тăснă, пĕр вăхăтрах земство управин секретарĕ патĕнче килти ĕçсене пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ. Пĕр курсра вĕреннисем унăн вĕренỹри тата комсомол ĕçĕнчи çывăх юлташĕсем пулса тăнă. Вĕсем: Василий Дмитриев (каярахпа Чăваш Енри комсомол юхăмне пуçарса яракан) тата Михаил Кузьмин — пулас чăваш поэчĕ — Çеçпĕл. Вăл Зинаида патне çапла çырнă: «Санăн таса чуну, ырă кăмăлу, çĕнĕ пурнăçа ăнтăлни тата тăван халăхна юратни манăн чуна тыткăнларĕ».

1920 çулхи çуркунне пуçламăш класс учительници Теччĕ уесĕнчи Алькеевск вулăсне кĕрекен Кĕçĕн Елчĕк ялне ĕçлеме килнĕ. «Пĕр пỹлĕмре пĕр вăхăтра 3 класс вĕренетчĕ. Уроксем хыççăн килĕрен киле çỹресе ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене чăваш халăхне Октябрь революцийĕ, Ленин партийĕ, совет влаçĕ мĕн пани çинчен каласа кăтартаттăм».

Вăхăчĕ вара çав тери йывăр пулнă — Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăнхи юхăну, нишлĕхпе выçлăх, Граждан вăрçи пынă. Зинаидăн аслă пиччĕшĕсем — Илья тата Феофан Хĕрлĕ Çар салтакĕсем, вĕсем вăрçăран таврăнайман. Анне — Елена Федоровна «хĕрлĕ гвардеецсем валли апат-çимĕçпе, ăшă тумтирпе тивĕçтерессине йĕркелесе пычĕ. Кулак çемйисенчен япаласем нумай илсе тухма пултарнă вăл. Çакăншăн ăна хĕненĕ, вакка тытса ывăтнă, вăл пур-пĕрех парăнман».

Хăюллă та хастар Зина Сусмет, хăйĕн сывлăхĕпе пурнăçне шеллемесĕр революци вăхăтĕнчи улшăнусем çинчен халăха ăнлантарса панă, ял çамрăкĕсене комсомол ĕçне явăçтарнă. 1921 çулта вăл коммунистсен партийĕн ретне тăнă, 1922 çулта ăна ВКП (б) Чăваш обкомĕнче хĕрарăмсемпе ĕçлекен пай заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ.

«З.П.Сусмет — çамрăк, нумаййине шантаракан ĕçчен. Тăван чĕлхене лайăх пĕлекенскер, чăвашсем хушшинче ăнлантару ĕçĕсене те лайăх йĕркелеме пултарĕ. Ку енĕпе унăн вăй-халĕ иксĕлми, ĕçлес кăмăлĕ те пысăк», — тенĕ ун пирки обкомра. Чăваш Енре ĕç артелĕсене, выçлăхпа нушаланакан çынсене пулăшассинчи ĕçсене лайăх йĕркелесе пынăшăн Сусмета нумай хутчен Тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă, куçса çỹрекен ялава та тивĕçнĕ вăл. 1922 çулта Зинаида Петровна чăваш делегацийĕ йышĕнче Мускавра пулнă. Кремльте хĕрарăмсем çав вăхăтри паллă политикпа — Клара Цеткинпа тĕл пулнă. Вĕсем ăна килте тĕртнĕ пир çинчи чăваш тĕрриллĕ çи-пуç парнеленĕ. Клара Цеткин чăваш хĕрарăмĕсем парнеленĕ çи-пуçпа ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕк халĕ патшалăх истори архивĕнче упранать.

«Çав çул маншăн чи йывăрри, апла пулин те телейлĕ вăхăт пулнипе асра юлчĕ. Мана Ленинпа, Крупскаяпа, Сталинпа курса калаçма тỹр килчĕ. Вĕсем мана вăхăта сая ямасăр малалла вĕренме сĕнчĕç», — тесе аса илнĕ каярахпа Зинаида Петровна.

Индустриализаци çулĕ çине тăнă çĕршыва квалификациллĕ специалистсем кирлĕ, çакна кура çынсен пĕлỹ пахалăхне ỹстерме кирли паллă пулнă. Çав вăхăтрах вĕренỹ тытăмĕ политикăри лару-тăрупа тата партин тĕп çул-йĕрĕпе тачă çыхăннă пулнă. З.П.Сусмет Я.М.Свердлов ячĕпе хисепленекен Коммунистсен университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти совпартшкулта истори предметне вĕрентнĕ, Советсен Пĕтĕм Союзри съезчĕсен делегачĕ пулнă.

Шăпах çав çулсенче Зинаида Сусмет Чăваш автономи облаçĕнчи халăх вĕренĕвĕн пай пуçлăхĕпе — Гаврил Михайлович Михайловпа паллашнă. 1923 çулта вĕсем çемье çавăрнă, Шупашкарта вĕсен аслă ывăлĕсем — Анатолий тата Атилен çуралнă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Я.ГОРСКАЯ,
Чăваш Республикин патшалăх
истори архивĕн тĕп библиографĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code