Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Документсене йышăнаççĕ

Документсене йышăнаççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн тĕрлĕ сферăра уйрăмах палăрнă çамрăксенчен ятарлă стипендие тивĕçме документсем йышăнма пуçланă.

Çулталăклăх стипендие 14-35 çулсенчи яш-кĕрĕме — вĕренỹре, ăслăлăхра, производствăра, творчествăра, спортра, бизнесра, общество ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тунисене уйăраççĕ. Документсене сентябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр округ администрацийĕн 2-мĕш хутри 15-мĕш кабинета тăратмалла. Тĕплĕнрех 2-50-72 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code