Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

«Росгосстрах» офисĕн çĕнĕ ертỹçĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова «Росгосстрах» ПАО страхлав компанийĕн Шупашкарти филиалĕн директорне Алексей Пирожкова йышăннă.

Алексей Геннадьевич «Яльчикский» универсаллă офисăн çĕнĕ ертỹçипе — Алена Воробьевăпа паллаштарнă. Алена Ивановна маларах нумай çул хушши «Росреестрăн» округри филиалĕн ертỹçинче тăрăшнă. Марина Николаевна ăна çĕнĕ должноçра та ăнăçуллă ĕçлеме ырă суннă.

Хушма пĕлỹ илме май парать

Елчĕкри вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Географи диктанчĕ» çут ĕç акцине 2015 çултанпах хутшăнаççĕ.

Шăпах ăна çав çул Вырăс географи обществин Попечитель канашĕн Председателĕ, Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе ирттерме пуçланă. Елчĕк шкулĕ акцие хутшăнакан çеç мар, йĕркелекен те. Куçăмлă, дистанци мелĕпе вуланă диктант 45 минута пынă. Хушма пĕлỹшĕн ăнтăлакансем çав тапхăрта 40 ыйту çине хурав шыранă.

Диктантри текстсене Раççей халăх артисчĕсем Дмитрий Харатьянпа Олег Газманов тата Анастасия Чернобровина телеертỹçĕ вуланă.

Çут ĕç акцине хутшăннисем сертификатсене тивĕçнĕ.

Çĕнĕ юхăм маттурĕсем

Ĕлĕкрех шкулсенче октябренок, пионер, комсомол юхăмĕсен воспитани ĕçĕнчи тỹпи пĕчĕк мар пулнă. Халĕ вĕсем пирки иртнĕ вăхăтра калаçмалли çеç юлать.

Анчах шанăç çухалман-ха. Округри вĕренỹ учрежденийĕсенче çĕнĕ юхăм — «Раççей ăмăрткайăкĕсем» вăй илсе пырать. Курнавăшри вăтам шкулта, акă, кĕçĕн классенчи ачасене шăпах çав йыша илнĕ. Вĕсене Анфиса Ефимова директор саламланă май, вăл «ăмăрткайăкçăсен» ушкăнне кĕни чыс кăна мар, яваплăх та иккенне палăртнă. Апла пулсан яланах лайăххисен тата малтисен йышĕнче пулмалла, Тăван çĕршыва юратмалла, çывăх çынсене тимлĕх уйăрмалла.

Тупа тунă хыççăн наставниксем «Раççей ăмăрткайăкĕсен» членĕсене галстуксем çыхса янă.

Кашнин амăшĕ — чи лайăххи

Çакă Чăваш Тăрăмĕнчи клубра Анне кунне халалланă ачасен ỹкерчĕкĕсен выставкинче палăрнă.

Çамрăк сăрă ăстисем юратнă амăшĕсене тĕрлĕрен хаклама тăрăшни паха. Пурнăçри чи çывăх çыннисене вĕсем портретра та, чечек çыххисен ытамĕнче те, тутлă апат-çимĕç хатĕрлессинче те кураççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code