Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Диспансеризаци

Диспансеризаци

тĕллевĕ — чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртасси, вăл е ку чир вăй илме пултарассине уçăмлатасси.

Çакă пĕлтерĕшлĕ: диспансеризацие тата профилактика тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевне сире çирĕплетнĕ медорганизацире тỹлевсĕр тухма пулать — паспорт тата ОМС полисĕ (е полис çинчен çырса илни) пĕрле пулмалла.

Енчен те юлашки 12 уйăхра эсир диспансеризаци шутне кĕрекен мĕнле те пулин анализсем панă е тĕпчевсем тутарнă тăк вĕсен кăтартăвĕсене тĕрĕслев вăхăтĕнче шута илме пултараççĕ.

Тĕплĕ диспансеризаци ирттернĕ чухне 2 çул ытла медицина пулăшăвĕ ыйтман граждансем тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк. Унсăр пуçне медицина карттинче коронавируспа чирлесе ирттернине палăртман граждансем хăйсем пуçарнипе тĕплĕ тĕрĕслев тухма пултараççĕ. Çапла тумашкăн сирĕн çирĕплетнĕ медорганизаци ертỹçин ячĕпе хăвăршăн меллĕ формăпа ыйтса çырмалла.

Тĕплĕ диспансеризаци кăтартăвĕсем тăрăх пациента çирĕплетнĕ йĕркепе диспансер енĕпе шута илме пултараççĕ, тивĕçлĕ кăтартусем пулсан сиплеççĕ е медицина реабилитацийĕ ирттереççĕ.

Профилактика мероприятийĕсенче пулмалли çинчен граждансене страхлакан организаци СМС-пĕлтерỹ мелĕпе йыхравсем ярса, телефонпа, çынсем страхлакан компанисен офисĕсене пырсан пĕлтерет.

Диспансеризаци çынсене сывлăха упрама, шала кайнă чирсенчен сипленме, сывлăх тата хавшасран сыхланма хистекен мера пулса тăмалла. Диспансеризаци хăй кăна, малалли утăмсене тумасан, çыннăн паянхи сывлăх лару-тăрăвне шута илни кăна пулать. Диспансеризаци çыннăн малашнехи утăмĕсем ăна пурнăçăн хушма çулĕсене парнелессине тивĕçтерме кирлĕ.

Хăвăрăн сывлăхăршăн тăрăшăр — тỹлевсĕр профилактика мероприятийĕсене кайăр, сывлăх кăтартăвĕсем нормăра пулнине курса ĕненĕр, йывăр чирсен пирвайхи курăнман паллисем асăрхамасăр ан юлччăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code