Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун

Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун


Январĕн 19-мĕшĕнче — праçник, Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун.
Иисус Христос халăха вĕрентме тухас умĕн Галилеяран Иордан хĕррине Иоанн патне шыва кĕме пынă. Вăл ун чухне вăтăр çулта пулнă.
Иоанн патне шыва кĕме пыракансем пурте çылăхĕсене каласа кăтартнă, çылăхĕсенчен ỹкĕннĕ. Вара тин Иоанн вĕсене шыва кĕртнĕ. Иисус Христос çылăхсăр пулнă. Çавăнпа вăл Иоанн патне пырсанах хăйне шыва кĕртме ыйтнă. Иоанн Иисус Христос çылăхсăррине халăха пĕлтерме, çылăх çукран шыва та кĕмелле мар пулĕ тесе каланă: санăн хăвăн мана шыва кĕртмелле, эсĕ ху ман патăма килтĕн-и?, тенĕ.
Иисус Христос ăна хирĕç каланă: ан чар халĕ, пирĕн пур тĕрĕслĕхе те çапла тума кирлĕ, тенĕ. Христос Туррăмăр «тĕрĕслĕх» тесе Турă ирĕкне, Турă тума хушнине калать. Вăл Çын та, Турă та пулнă. Çавăнпа хăй çынлăхĕпе Турă хушнине пурне те туса пынă. Çапла Турă ирĕкне туса çынсене те Турă хушнине пурне те туса пыма вĕрентет.
Вара Иоанн чарса тăман: ăна шыва кĕртнĕ. Калаççĕ: ĕлĕк Иисус Навин закон арчисемпе Иордан урлă каçнă вырăнта Иисус Христос шыва кĕнĕ теççĕ. Вăл вырăна ĕлĕкех пысăк хĕрес лартса хунă. Çав хĕрес нумайччен тăнă. Иисус Христос шыва кĕнĕ чухне тумтирне хурса хăварнă вырăна та кăтартаççĕ. Вăл вырăна пĕчĕк чиркỹ туса лартнă.
Иисус Христос шыва кĕнĕ чухне Турра кĕл тунă. Анчах тасаскер, çылăхсăрскер, мĕн çинчен кĕл тунă-ши? Вăл Турăран пуçлас ĕçне пиллетĕр тесе ыйтнă пулĕ. Унтан тата пĕтĕм тĕнче çылăхĕ Иордан шывĕпе тасалтăр тесе Турра йăлăннă пулĕ.
Иисус Христос шыва кĕрсен шывран часах тухнă. Çав вăхăтра пĕлĕт уçăлнă. Иоанн Турă сывлăшĕ кăвакарчăн пек курăнса ун çине аннине курнă. Иисус Христос шывпа тĕне кĕрсен Святой Сывлăшпа тĕне кĕнĕ. Ун пуçĕ тĕлĕнчи пĕлĕт уйрăлса кайнă пек пулнă. Ун пек вăйлă, вăрăм çиçĕм çиçнĕ чухне пĕлĕт халĕ те уçăлнă пек пулса тăрать. Вара уçăлнă пĕлĕтрен Святой Сывлăш кăвакарчăн пек пулса анса Иисус Христос пуçĕ çине чарăннă. Пĕлĕт уçăлса Святой Сывлăш кăвакарчăн пек пулса анни Иисус Христос Турă пулнине кăтартать, мĕншĕн тесен тĕнче пулнăранпа, этем йăхĕ пуçланнăранпа никамшăн та пĕлĕт уçăлман, никам çине те Святой Сывлăш кăвакарчăн пек пулса анман. Çакна куракан Иисус Христос Турă пулнине лайăхрах ĕнентересшĕн пĕлĕт çинчен сасă илтĕннĕ. Вăл Турă сасси пулнă. Вăл каланă: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм, ман ирĕкĕм ун çинче», — тенĕ.
Юратнă тăванăмсем! Иисус Христос Туррăмăр мĕншĕн шыва кĕнĕ-ши? Унăн çылăх та пулман. Вăл пирĕн пек çылăхлă çуралман. Вăл шыва кĕриччен те çылăха кĕмен. Вăл çылăха пĕтĕмпе парăнтарнă. Вăл пĕтĕм ĕçне пирĕншĕн тунă, шыва кĕрессе те пирĕншĕнех кĕнĕ. Вăл шыва кĕрсе пĕтĕм тĕнче çылăхне хăй çине илет. Ăна Иордан шывĕпе çăвать. Унтан шыва кĕрсе шыва тасатать. Ăна çыннăн çылăхĕсене çуса яма хăват парать. Ахальтен мар Епифаний, Амвросий ятлă святойсем çапла каланă: Иисус Христос шыва кĕрсе шыва хăй çутипе çутатнă, ăна çынна тасатма вăй панă. Çавăнпа тĕне кĕрекенсем çав вăя илеççĕ, ун çутипе çуталаççĕ.
Тĕне кĕмелли шыв Иисус Христос шыва кĕнĕ кĕнĕ чух ун ỹтне перĕнмен пулсан нихăçан та çыннăн çылăхĕсене тасатма пултарас çук. Иисус Христос шыва кĕрсе пур шыва: çĕр айĕнчи, çăлкуç шывĕсене пурне те тасатнă,тет.
Иисус Христос шыва кĕрсе Святой Сывлăша ăша илсен хире кайнă. Унта вăл хĕрĕх талăк нимĕн çимесĕр, нимĕн ĕçмессĕр пурăннă. Çавăн чухне ăна сăнама, ăна улталама шуйттан çитсе те тăнă. Ăна вăл виçĕ майпа сăнаса çылăха кĕртесшĕн пулнă. Анчах Исус Христос шуйттана парăнман, пирĕн пек çын пулсах вăл ăна хăй патĕнчен уйăрса янă.
Шуйттан Иисус Христоса виçĕ тĕрлĕ сăнанă. Пире те çавăн пекех, тĕрлĕ майпа улталаса çылăха кĕртме тăрăшать.
Çавăнпа Иисус Христос ячĕпе тĕне кĕрсе Святой Сывлăша ăша илнĕ çынсен сыхă тăрас пулать. Шуйттан улталасран пит сыхланас пулать. Шуйттан аллине кĕрсен çын усал ĕçсен тарçи пулать. Пĕр ырă ĕç те тума пултараймасть. Çавăн ăшĕнче шуйттан хăй валли çурт тăвать. Ун чунне пĕтерет. Аминь.
СИЛУАН иеромонах,
Лаш Таяпа чиркĕвĕн настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code