Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патриотла туйăм ан сỹнтĕр

Патриотла туйăм ан сỹнтĕр

Январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 29-мĕшĕччен республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та оборонăллă-массăллă тата спорт уйăхлăхĕ иртрĕ.

Йăлана кĕнĕ патриотла акцире округра пĕтĕмпе 112 мероприяти ирттернĕ, вĕсене 4 пин ытла çын хутшăннă. Тĕрлĕ хирĕç тăрура паттăрла пуçĕсене хунă ентешсене асăнса спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленисĕр пуçне, Ленинград блокадине, Сталинград çапăçăвне, афган вăрçине халалланă паттăрлăх урокĕсем çамрăк ăрăвăн асĕнче нумайлăха юлĕç. Тỹскелĕнчи 2402 номерлĕ суйлав участокне Раççей Геройĕ Николай Петров ятне пани, Елчĕк шкулĕнче кадетсен балне, Кушкăра класс хорĕсен конкурсне, чылай шкулта «Салтака — çыру», «Окоп çурти» акцисене тата ытти мероприятие йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Аслă Елчĕкри вăтам шкулта, палăртмаллах, вĕренекенсене Раççей Геройĕсем — Н.Петров, Р.Шалаев, А.Старчков, Д.Семенов çинчен видеофильм кăтартнă май, вĕсен кĕске кун-çулне тишкернĕ. «Вырăс çĕрĕ — паттăрсен çĕршывĕ» кĕнеке куравĕ вара — мероприяти тăсăмĕ.

Кĕскен каласан, патриотла уйăхлăх кашни вĕренỹ, культура, спорт учрежденийĕнчех çỹллĕ шайра иртнĕ.

Уйăхлăх вĕçленчĕ пулсан та, пирте, кашнинчех, патриотла туйăм нихăçан та ан сỹнтĕр.

Марина ВАСТУЛОВА,
округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code