Юр кайса пĕтнĕ май çулсем çинче мопедсем (вĕсен йышне скутерсене, двигательлĕ велосипедсене кĕртеççĕ) час-часах курăнма пуçларĕç.
Ытларах çамрăксем ярăнма кăмăллаççĕ вĕсемпе. Чылай чух çул-йĕр правилисене пĕлмесĕр, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухмасăрах. Статистика çакна çирĕплетет: çак транспорт хатĕрĕ хутшăннипе пулакан аварисенчен пысăк пайĕ скутер водителĕсемпе пассажирĕсем пурнăçран уйрăлнипе е аманнипе вĕçленет. Мĕншĕн тесен ỹсĕмне тата опыт çуккине кура ачасем çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкараймаççĕ, йĕркене пăхăнмаççĕ.
Асра тытăр! Мопедпа тата скутерпа 16 çул тултарсан тата водитель удостоверенийĕ пулсан кăна çỹреме юрать. Регистрацин докуменчĕсемсĕр, çавăн пекех водитель удостоверенийĕсĕр çула тухсан транспорт хатĕрне штраф стоянкине ăсатаççĕ, çул-йĕр правилисене пăсакана административлă майпа ытти водительпе тан явап тыттараççĕ.
А.СЕРГЕЕВ.