Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн спорт залĕнче вырăнти пĕрлештернĕ командăн капитанне — Юрий Димитриева асăнса волейбол енĕпе уçă турнир иртнĕ.
Площадкăра Юрий Димитриева асра тытакансем — Елчĕк, Шупашкар тата Патăрьел муниципалитет округĕсенчи 50 çултан иртнĕ волейбол спорчĕн ветеранĕсем тĕл пулнă. Вăйă питех те кăсăклă иртнĕ, çĕнтерỹçĕ пулса тăма ăнтăлнă кашни команда турнира тĕплĕн хатĕрленнине кăтартса панă.
Тан мар тупăшура пĕрремĕш вырăна хамăрăн муниципалитет округĕнчи «Новые Шимкусы» команда çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна «Унга» (Шупашкар округĕ) пайланă. Бронза медале «Гвардейцы» (Патăрьел округĕ) команда тивĕçнĕ.
Команда çитĕнĕвĕсемсĕр пуçне, волейболистсене уйрăммăн та хавхалантарнă. «Унга» командăри Борис Макарова, акă, турнирăн чи лайăх хỹтĕлевçи, Геннадий Баранова («Гвардейцы») чи лайăх сыхлавçă, Владимир Ильина («Новые Шимкусы») чи лайăх тапăнса вылякан тесе палăртнă.

