Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виталий Маркова халалланă ăмăрту

Виталий Маркова халалланă ăмăрту

Иртнĕ кунсенче Шупашкарта пирĕн ентеше — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Виталий Петрович Маркова асăнса йывăр атлетика енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту иртнĕ.

Ăмăрту участникĕсен умĕнче малтан Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Чăваш Республикинчи йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Геннадий Иванов, ЧР физкультурăпа спорт Министерствин специалист-эксперчĕ Евгений Московкин, Виталий Петровичăн мăшăрĕпе ывăлĕ — Людмила Валентиновнăпа Александр Витальевич тухса калаçнă.

Хĕрсемпе яшсем хушшинче Ангелина Айметова, Матвей Горшков, Даниил Немцев, Антон Айметов çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Анастасия Абрамова, Савелий Сайкин, Александр Плотников, Герман Романов, Денис Барткавичюс — кĕмĕл, Ростислав Галкин, Матвей Романов, Александр Багадеров бронза медальсене тивĕçнĕ. Вĕсене спортри ăсталăха туптама пулăшаканĕсем нумайăшĕ лайăх пĕлекен А.Портнов, Б.Клементьев тата А.Каюков тренерсем.

Хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинчи çĕнтерỹçĕсем: Полина Андреева, Игорь Абрамов, Артемий Перцев. Любовь Мышовăпа Дмитрий Перцев — кĕмĕл медаль хуçисем.

Абсолютлă виçе категорийĕнче хĕрарăмсем хушшинче Полина Андреева, арçынсенчен Артемий Перцев, хĕрсем хушшинче Ангелина Айметова пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Ăмăрту çĕнтерỹçисене Марковсен çемйи медальсемпе, грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code