Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хулаша тĕпченĕ

Хулаша тĕпченĕ

Пирĕн округра федераци пĕлтерĕшлĕ виçĕ палăк шутланать. Вĕсенчен чи пысăкки тата паянхи кунччен нумай вăрттăнлăх упраканни — Таяпа хулашĕ.

XII-XIV ĕмĕрсенчи палăк территорийĕ 28 гектара яхăн йышăнать. Ун çинчен ученăйсем пуçласа çырни 1856, 1892 çулсенче пулни паллă. Шырав-тĕпчев ĕçĕсен тапхăрĕ вара 1948 çулта уçăлнă. Ун хыççăн археологсем пĕр хутчен мар пулнă унта.

Юлашки виçĕ çулта историллĕ вырăнта Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн представителĕсемпе пĕрле вĕсен Хусанти ĕçтешĕсем çине тăрса тăрăшаççĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем тата округри шкул ачисем пулăшнипе 1200 тăваткал метра тĕпчеме ĕлкĕрнĕ. Çавна май обществăлла мунча юлашкисене, тимĕрçĕ лаççине, керамика туса кăларакан мастерскоя, хỹтĕлев куписене, çурт-хуралтăна, виле вырăнне тупса палăртнă.

Истори наукисен кандидачĕ Николай Мясников ертсе пыракан коллектив паян кăçалхи ăслăлăх программине вĕçленĕ. Кĕске тапхăрта вĕсем, 252 тăваткал метр лаптăка тĕпчесе, 5 ампар, мăсăльман йăлипе пытарнă виçĕ виле вырăнне тупнă.

Хулашпа Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та паллашнă, археологсене пархатарлă ĕçре ăнăçу суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code