Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Мана вилнĕ тесе шутланă»

«Мана вилнĕ тесе шутланă»

«Хисеплĕ Николай Михайловичпа Любовь Николаевна!

Сирĕн ывăлăр кĕске вăхăтрах таса чунлă, дисциплинăллă, хĕç-пăшалпа ăста усă куракан, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан салтак пулнипе палăрма пултарчĕ. Ыттисемшĕн авторитет вăл.

Шанас килет, ывăлăр малашне çар ĕçĕнче те ырă тĕслĕх кăтартĕ, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен çар традицийĕсене чыслăн малалла тăсĕ.

29682 номерлĕ çар чаçĕн командирĕ А.Кузьменко».

Çакăн пек Тав çырăвĕ илнĕ 2022 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Тăрăм ялĕнчи Ивановсем. Вĕсен ывăлĕ — Михаил — çав çулхи юпа уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе Украинăри ятарлă çар операцине тухса кайнă. Ульяновск облаçĕнчи вĕренỹ полигонĕнче пĕтĕмпе виçĕ уйăх пулнă пулсан та, вăл хăйне, куратпăр, лайăх енчен кăтартма ĕлкĕрнĕ те.

Çимĕк кунĕнче отпуска килнĕ çĕршыв хỹтĕлевçипе хăйĕнпе тĕл пулма май килчĕ. Унран мĕн «туртса илнине» вулакан патне çитерес терĕмĕр…

Михаил Иванов ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула пĕтерсен Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче механик дипломне илсен çар ретне тăнă. Пирваях Владимир облаçĕнче, ун хыççăн — Наро-Фоминскра. Звани — ефрейтор, должность — танк механик-водителĕ. Апла пулин те, ятарлă çар операцийĕнче мотострелоксен пехотин йышĕнче.

Вăл каласа панинчен çакă курăнать:

— Луганск облаçĕнчи Кременной, унтан Донецкри Бахмут. Чăвашсем пирĕн ротăра нумаййăнччĕ. Районтанах — Аслă Елчĕкрен Денис Хушкин, Аслă Таяпаран — Андрей Гордеев. 2-мĕш ротăра кỹршĕ ялтан — Анатри Тимешрен пĕр тăван Петровсем пуррине пĕлтерчĕç. Володьăпа Саша манран чылай çул аслăрах, унччен курман, палламан. Ротăсене пĕрлештерсен заданисене пĕрле çỹреме пуçларăмăр.

Окоп чавасси çăмăл марччĕ — хăйăр юха-юха анса тарăхтаратчĕ. «Кил-çурт» вăрмантахчĕ. Шурлăхлă вырăнсем нумай унта. Мунча таврашĕ пулман пирĕн, шыва ăшăтса çăвăнаттăмăр.

Хăш-пĕр чухне, дронсем вĕçмен вăхăтра, тавралăх сасартăк шăпăртах пулатчĕ. Мĕнле канлĕччĕ! Хăв çапăçу хирĕнче тăнине манса каятăн ун пек чухне.

Операцине пысăк йышпа кайма юрамасть, тăшман асăрхас хăрушлăх пысăк. Кăткăс лару-тăру, вилĕмпе куçа-куçăн тăни пĕр хутчен мар пулнă-ха — мĕн пытарăн. Клещеевка ялĕ патĕнчи çапăçу маншăн юлашки пулчĕ пулĕ ахăр.

Майăн 8-мĕшĕ. Тăшман Çĕнтерỹ кунĕ умĕн контрнаступлени пуçлассине пĕлсех тăнă-ха эпир. Çакна пăхмасăрах пире хамăра малалла кайма приказ пачĕç. Пĕчĕк йышпа — 10 чăваш тата мордвин — рота командирĕ. «Передовойĕнчен» икĕ çухрăм шалалла кĕнĕ эпир. Сисмен те, çурма ункăна лекнĕ. Нацистсем сăртлăрах вырăнта пулни те меллĕччĕ вĕсемшĕн. Сарлака оборона йышăнтăмăр. Алăра автомат, ун валли темиçе магазин. Çапăçу мĕн вăхăта пынине калаймастăп. Тахăш вăхăтра манран инçех мар мина çурăлчĕ те, сасартăк урасем пиçсе кайрĕç. Тăна çухатман эп, анчах мĕн вăхăт выртнă — пĕлместĕп. Юлташсем, нацистсем хупăрласа илесрен каялла кайма тухаççĕ те, Петровсем: «Миша ăçта?!» — тесе ыйтаççĕ. Лешсем мана вилнĕ тесе шутланă. Тупнă хыççăн 3-4 çухрăм йăтса «вагнерсем» патне илсе тухнă. Техника кĕреймен унта. Малалла Горловка, Донецк, Ростов хулисенчи госпитальсенче, Санкт-Петербургри çарпа медицина академийĕнче 6 уйăхра темиçе операци витĕр тухрăм…

27-ри Иванов ефрейтора академирех экстерн йĕркипе офицера вĕренме сĕнеççĕ. Халĕ вăл — кĕçĕн лейтенант. Иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулнине пăхмасăр Лисичанск хулинче контрольпе пропуск постĕнче çар тивĕçне малалла пурнăçлать. Кашни 6 сехет хыççăн тухмалла унăн дежурствăна. Кунта вĕсем пĕр-пĕрне Елчĕк ачипе — Анатолий Шурбинпа — улăштараççĕ.

М.Иванова çар операцийĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн 2023 çулхи юпа уйăхĕнче РФ Оборона министерствин «Çапăçусенче палăрнăшăн» медалĕпе, Раççей Президенчĕн 2024 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code