Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче пурăнакан Валентина Мазеева 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ.
Сумлă событипе Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Тихонова ăна Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă çырăвне вуласа панă, ырă сунса парнепе чысланă. Культура ĕçченĕсен çепĕç юррисем ĕç ветеранĕн чун-кăмăлне пушшех çемçетнĕ.
Валентина Ксенофонтовна Энтеперен тухнă. Ачаран тăван колхоз уй-хирĕсенче вăй хунă. Икĕ хĕр унăн. Хĕллехи тапхăрта хулара асли патĕнче пурăнать. Унта икĕ мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕ те курнăçсах тăраççĕ, сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ.
Валя аппа «Чăваш Радио» передачисене итлеме юратать. Пурнăçра оптимист вăл, лайăххине кăна шанать.