Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифрăллă удостоверени пулĕ

Цифрăллă удостоверени пулĕ

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕршыври пур регионта та нумай ачаллă çемьесен цифрăллă удостоверенине хута яраççĕ. Октябрь-декабрь уйăхĕсенче тĕрлĕ пулăшу мерисемпе усă курнă чухне нумай ачаллă пулнине цифрăллă удостоверенипе мĕнле çирĕплетмелли йĕркене ĕçе кĕртĕç.

QR-кодлă цифрăллă удостоверени Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче «Çемье тата ачасем» пайра курăнĕ.

Нумай ачаллă пулнине ĕнентерекен хут удостоверение унччен илсе ĕлкĕрнĕ ашшĕ-амăшĕн харпăр хăй кабинетне цифрăллă документ илме май пурри çинчен çыру килĕ.

Цифрăллă удостоверени çăмăллăхсемпе усă курмалли правăна ĕнентерес йĕркене çăмăллатĕ. Электрон документсем питĕ меллĕ. Енчен те хут удостоверенипе ашшĕ-амăшĕ çеç усă кураççĕ пулсан, цифрăллипе ачасем те усă кураяççĕ. QR-кода телефонра упраса хăварса кирлĕ чухне кăтартма пулать. Çав вăхăтрах çемьен унчченхи пек хут документ илме те май пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code