Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Сувар» конкурсĕнче

«Сувар» конкурсĕнче

Раççейри Çемье çулталăкне тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 79-çуллăхне халалласа Тутарстанри «Сувар» хаçат редакцийĕ ача-пăча хушшинче «Манăн çемье» тата «Тавах, Çĕнтерỹшĕн! Яланах асра» ỹкерчĕксен конкурсне ирттернĕ. Халĕ пĕтĕмлетĕвĕ те паллă.

Тутарстанри, çавăн пекех Чăваш Енри, Ульяновск облаçĕнчи шкулсенчен 100 ытла ĕç тăратнă. Тăватă ỹсĕмре йĕркеленĕ пултарулăх тупăшăвĕнче пирĕн тăрăхри çамрăк художниксем те чылаййăн палăрнă. Пĕрремĕш вырăн йышăннисен хушшинче пĕр тăван Михаилпа Мария Муратовсем, 2-мĕшсен ушкăнĕнче — Иван Краснов, Полина Лупан, Диана Куприянова, 3-мĕш призерсем — София Захарова, Георгий Судаков (пурте — Елчĕк шкулĕ). 4-6 çулхисенчен Патреккел шкулĕнчи «Илем» ача садне çỹрекен Дмитрий Каринкин 2-мĕш пулни те уншăн пысăк савăнăç.

Гран-при хуçи те Елчĕкренех: 10 çулти Антон Мамонтов. Ертỹçи — Татьяна Маркова вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code