(Совет Союзĕн Геройĕ С.А.Андреев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа)
Семен Алексеевич Андреев Энтепе ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ — Алексей Сергеевич Андреев, амăшĕ — Вера Емельяновна Андреева.
Ашшĕпе амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкренех тăван çĕре юратма, ватти-вĕттине хисеплеме, вăхăтра пулăшу пама вĕрентсе çитĕнтернĕ. Пĕчĕк Çумккан ачалăхĕ ялти ытти ачасенчен ытлашши нимĕнпе те уйрăлса тăман, вăй çитнĕ таран аслисене пулăшнă, пушă вăхăт пулсан юлташĕсемпе выляма чупнă.
Çумкка Энтепери пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Пĕрремĕш учительници унăн Кушникова Анастасия Петровна пулнă, вĕрентекен 1970-мĕш çулта аса илсе çырса пани сыхланса юлнă:
«Семен Андреева 1, 2-мĕш классенче вĕрентрĕм. Яланах хаваслă ачаччĕ, уроксене хăй тĕллĕнех тĕплĕн хатĕрленсе килетчĕ, математикăпа питĕ лайăх ĕлкĕрсе пыратчĕ, япăхрах вĕренекенсене пулăшма яланах хатĕрччĕ, пурне те пĕлме тăрăшатчĕ. Вăйă вылянă чух ертсе пыратчĕ, тĕрĕслĕхе юрататчĕ».
Пуçламăш шкула Энтепере пĕтерсен 5-мĕш класа Шăмалак ялĕнче вырнаçнă тулли мар вăтам шкула вĕренме кайнă, каярахпа Энтепе ялĕнче те тулли мар вăтам шкул уçăлнă. Шăмалакран Энтепене каялла вĕренме куçнă. 1938 çулта шкулта йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне йĕркелеççĕ, Çумкка çĕнтерỹçĕ пулса тăрать, ăна йĕлтĕр парнелеççĕ. Çав çулах вăл вĕренсе пĕтерет. 9-10-мĕш класс вĕренес тĕллевпе Тури Туçари вăтам шкула çỹреме пуçлать. Çумкка Туçара вĕреннĕ вăхăтра унăн ашшĕпе амăшĕ Свердловск облаçĕнчи Турин районĕнчи Гарино ялĕнче пурăннă. 1940 çулта утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Çумкка та унта куçса каять. Вырăсла вăл вăхăтра питĕ япăх пĕлнине пула шкулта вĕренме йывăр пулнă. Вара вĕсем Василий Дмитриевпа каялла килеççĕ.
Вăтам шкула Çумкка 1941 çулта пĕтернĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн вулав çуртĕнче, каярахпа уй-хир бригадирĕ пулса ĕçленĕ.
1942 çул. Авăн уйăхĕ. Елан ялĕнчи пĕтĕм халăх Çумккана вăрçа ăсатать. Çар комиссариатĕнчен ăна Тюмень хулине яраççĕ. Унта вăл çар шкулĕн курсанчĕ пулса тăрать. 1943 çулта кĕçĕн командир-сержант пулса пĕрремĕш çапăçăва хутшăнать. «Хăюлăхшăн» медаль илме тивĕçлĕ пулать.
1943 çул. Авăн — юпа уйăхĕсем. Днепр çинче хĕрсех çапăçу пынă. Гитлеровецсем пирĕн çарсене чарса лартасшăн пулнă. Днепрăн çỹллĕ те чăнкă çыранĕсем çинче тата Молочная юханшыв çинче тăшмансем питĕ çирĕп вырнаçнă, вăйĕсене ỹстерсех тăнă. Пирĕн гвардеецсем танксем тата авиаци пулăшнипе 20 контратака тунă. Гвардеецсем 3 кун тан мар çапăçăва хутшăннă. Контратакăсене чăтса ирттернĕ.
1943 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче приказа пурнăçласа Çумкка хăйĕн ПТР расчечĕпе полкăн малтанхи ретĕнче çул уçса пынă. Вăл хăй пĕччен пĕр танка çапса аркатса полка малалла çул уçса панă, çав çапăçура вăл паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
1944 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче СССР Верховнăй Совет Президиумĕ Семен Алексеевич Андреева Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Унпа пĕрлех Ленин орденĕ тата «Ылтăн Çăлтăр» медаль парса наградăланă.
Паттăрсем вилсессĕн те вилмеççĕ теççĕ. Чăннипех те çапла, Семен Алексеевич паттăрсен вилĕмĕпе çамрăклах пурнăçран уйрăлнă пулсан та унăн ячĕ ĕмĕрех асра юлĕ. Çумкка тете атте енчен лекекен тăван. Ашшĕпе амăшĕ, тăвансем каласа панă тăрăх çеç пĕлетĕп эпĕ ун çинчен. Çумкка тетен амăшне пысăк аппа тесе чĕнеттĕмер. Ырă кăмăллă, пĕчĕк çеç кĕлеткеллĕ хĕрарăмччĕ. Вĕсем патне асаннепе час-часах хăнана каяттăмăр. Шкулта вĕретнĕ май шкул ачисемпе С.А.Андреев пурнăçĕпе паттăрлăхĕ тăрăх шырав ĕçĕсем йĕркелетпĕр, тĕпчев ĕçĕсем çыратпăр, кашни çулах хамăра валли мĕн те пулсан çĕннине тупатпăр. Туçа шкулĕнче ĕçленĕ П.В.Мулюков вĕрентекен пире паттăр салтак ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă нумай материал пачĕ, уншăн эпир ăна чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Туçасем те хăйсен шкулĕнче вĕреннĕ пирĕн Çумкка тетене ас туса, чысласа тăраççĕ. Унăн вил тăприйĕ çинче те пулнă вĕсем, Семен Алексеевичпа пĕрле çапăçнă салтаксемпе, командирсемпе çырусем çỹретнĕ, шырав ĕçне йĕркеленĕ. Паттăр ячĕ ĕмĕрех халăх асĕнче пулĕ.
«…»
Галина ВЕНИКОВА,
вĕрентекен. Кушкă шкулĕ.