Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Экономикăна витĕм кỹрет

Экономикăна витĕм кỹрет

Ултă çул каялла хута кайнă «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ вĕçленсе пырать. Çак хушăра наци проектне çĕршыври 6 пин ытла предприятипе 1,5 миллион ытла çын хутшăннă. Ку шутран 4 пин организаци хăйсен тупăш калăпăшне 318 миллиард тенкĕ ỹстернĕ.

Ĕç тухăçлăхне ỹстересси штата чакарассипе е çынна ĕçрен хăтарассипе пачах çыхăнман. Кадрсен ыйтăвне татса памашкăн ĕçлекенсене пĕлỹ илме майсем туса параççĕ. Раççейĕн Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ĕç тухăçлăхĕ çĕршыври экономикăна витĕм кỹрет. Кăçал çĕршыври ВВП калăпăшĕ 3 хут ỹснĕ. Çитес виçĕ çулхи кăтартусем те лайăххине шантараççĕ. Наци проекчĕ пулăшнипе наставничество тытăмĕ аталанать. Çамрăк специалистсем опытпа паллашаççĕ, çĕнĕ пĕлỹ илеççĕ, предприятисене ĕç тухăçлăхĕн тăкакĕсене чакарма пулăшаççĕ.

Сăмахран, «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ хутшăнакан «Реламатика» компани перекетлĕ технологисене усă курнăран производство ĕçĕн вăхăтне 120 сехет кĕскетнĕ. Пĕр çын уйăхра пурнăçлакан ĕç калăпăшĕ 20 процент ỹснĕ, вĕçленмен производство калăпăшĕ 32 процент чакнă. Çитес вăхăтра «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проектне «Эффективлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ улăштарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code