Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лайăххине хакласчĕ

Лайăххине хакласчĕ

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри — коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнин ĕçĕн пахалăхĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый асăннă ыйтăва йышлă активпа мар, вырăна тухса тишкерес тенĕ. Округри ялсенчи çỹп-çапа турттарса тухассине 2021 çултанпа Александр Нягин ертсе пыракан «Стройэнергосервис» сахал яваплă общество пурнăçлать. Коллектив Шупашкарти «Ситиматик» ОООпа килĕшỹ тунă.

Ялсенче 181 площадкăра 486 контейнер вырнаçтарнă. Вĕсене вырăнти халăх хутшăнмасăр туман. Республикăри нихăш округпа хулара та хытă каяшпа çыхăннă ыйтăва пирĕнни пек тивĕçлипе татса паман: контейнерсен «пỹлĕмне» йĕркеленĕрен çỹп-çап ĕлĕкхи пек сапаланса тавралăха вараласси çук, турттару ĕçĕ те начар мар пырать.

Тасалăх ыйтăвĕпе тимлекенсем çулла рейса кунсерен тухнă пулсан, халĕ — кун сиктерсе. Вĕсем кашни контейнера умĕн тата пушатнă хыççăн ỹкерттереççĕ те «Ситиматик» ООО сайчĕ çине вырнаçтараççĕ. Çапла майпа хăш ялти, хăш контейнер лаптăкĕ пулни пĕтĕмпех паллă унта.

Тирпейлĕх ĕçĕнче вăй хуракансене ăмсанмалли çук. Çăмăл мар вĕсен тивĕçĕ, чăтăмлăх питĕ кирлĕ. Юрий Ишмуратов, Александр Мартынов, Алексей Иванов водительсем тата вĕсене пулăшакансем — Николай Нягинпа Валерий Филиппов нăйкăшакан йышшисем мар — хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Контейнерсене кăна пушатасси темех мар тейĕпĕр. Вĕсен таврашĕнчи çỹп-çапа шăлса тасатассипе те вăхăт иртет-çке. Унта вара мĕнле кăна «экспонат» тĕл пулмасть! Çын каяшĕ таранчченех… Округ центрĕнчи çеç мар, ытти ялсенчи нĕрсĕр ỹкерчĕк те ку. Çавна тĕп тума тислĕк купи çук-и? Е çĕре чавса хума ỹркенеççĕ? Диван-кресло, вутă-хăма, йывăç-турат тата… Кусене иккĕмĕш «пурнăç» парса усă курма пулать.

Леонард Васильевич, ялсене тухса çỹренĕ май, килĕшỹсĕр самантсем час-часах тĕл пулнине пытармарĕ. Акă, Таяпа Энтри ялĕ витĕр иртсен вăл виçĕ контейнер площадкине те, юриех тенĕ пек, дивансем кăларса хунине асăрханă. Курнавăшра вара пĕри мотоблокпа тиесе килнĕ тырă каяшне контейнер умне вăркăштарнă. Ăна миххе тултарма та май пулнă вĕт-ха. Леонард Васильевич çакна чăтма пултарайманах, чарăнсах «тăн кĕртнĕ» арçынна. Çакăн хыççăн килĕнчине тасатса урама варалакана ăс кĕнĕ-ши хуть? Аслă Таяпа ялĕнче вара «Кулибинсем» вăй илме пуçланă ахăр: контейнерсен ураписене йăкăртнă тĕслĕхсем пур.

Площадкăсене хăйсене тата вĕсенчи контейнерсене юсавлăхра тытса тăрасси — пĕтĕмпех территори пайĕн администрацийĕн тивĕçĕ. Апла пулсан, яваплăх унта пурăнакан кашни çын çине тиенет. Хамăр валли тата хамăр вăйпа тунă лайăххине хаклама тата упрама пĕлесчĕ.

Коммуналлă хытă каяша турттарса тухнишĕн тỹлекен виçе яллă округсенче кăçалхи 2-мĕш çур çулта та улшăнман — пĕр çын пуçне 57,23 тенкĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн пулăшушăн пурнăçланă тỹлев 83 процентпа танлашать. Паллах, ку тивĕçтерекен цифра мар, мĕншĕн тесен патшалăх ырлăхĕпе тỹлевсĕр усă куракансем йышлă пулни вăрттăнлăх мар. Анчах ятарлă службăсем ку тĕлĕшпе тимлĕ.

Сăмах май: октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 1-мĕшĕччен округра экологи уйăхлăхĕ пырать. Акцие хутшăнса кашниех харпăр хăй пурăнакан территорие, ача-пăча площадкисене, масарсен таврашне, палăксене тирпейлеме тивĕçлĕ…

Леонард Левый пуçтарăннисене çавăн пекех округăн 9 уйăхри социаллă-экономика аталанăвĕн, вырма ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Çав кунах вăл округ администрацийĕн ларусен залĕнче вырăнти, территори пайĕсен тата тĕрлĕ службăсен ĕçченĕсемпе информаци ыйтăвĕсене тишкернĕ, Елчĕк район прокурорĕн çумĕпе Анна Бочкаревăпа пĕрле уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code