Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Афган паттăрне сума суса

Афган паттăрне сума суса

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кивĕ Эйпеç ялĕн Тĕп урамĕнчи 52-мĕш çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçнă.

Юрий Григорьев воин-интернационалист ячĕпе вăл. Пурăннă пулсан тепĕр кунĕнче 56 çул тултармаллаччĕ. Асатте, кукаçи пулса мăнуксемпе савăнмалли вăхăтчĕ…

Юра Афганистанра — 1987 çулхи çу уйăхĕнчен. Рядовой, водитель.

Вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пама тăратнă документ çинче çапла çырнă: «Афганистан Республикин халăхĕ валли груз турттарас енĕпе çар заданине пурнăçланă чухне Ю.П.Григорьев рядовой Саланг перевалĕнче душмансен засадине лекнĕ. Темиçе хутчен аманнă пулин те ыттисене çул уçса парас тесе вут-çулăм хыпса илнĕ автомобиле тĕпсĕр çырмана пăрнă. Хăй вара кабинăран тухса ĕлкĕреймен…»

1996 çулта Елчĕк ялĕнче Афганистанра пуç хунă ентешсене асăнса палăк уçнă. Унта, пысăк йыш хушшинче, Юрăн амăшĕ — Валентина Петровна та пулнă. Вăл çапла каланă: «Шкул пĕтерсен Юра Канашра шофера вĕренчĕ. Укçи пуспа çеç пулсан та киле мĕн те пулин илсе килетчĕ.1986 çулхи декабрь вĕçĕнче ывăлăма салтака илчĕç. Хăй вара Çĕнĕ çула ялтах кĕтсе илме ĕмĕтленнĕ-мĕн, бал-маскарадра выляттарма билетсем те илнĕ. Парса хăварнă чухне çапла каларĕ: «Енчен те билетсем вылянсан Женя аппан ачи валли парса ярăр, манран парне пултăр». Теттесем, турилкке, ытти вак япала вылянчĕç Юрăн билечĕсемпе. Вĕсене алла тытсан куçран куççуль тухма чарăниччен макăратăп халĕ.

1988 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче чĕри тапма чарăннă иккен ывăлăмăн. Киле вара 16-мĕшĕнче илсе килчĕç. Цинк тупăк пỹрте кĕриччен 20 минут малтан çеç пĕлтерчĕç ачам вилни çинчен. Унтанпа сакăр çул иртрĕ, анчах ир те, каç та пуçăм ывăлăм пиркиех шутлать, вăл чĕререн тухмасть. Ан пултăр урăх тупăк килни. Кашни амăшĕ ачине салтака ăсатнă чух вăрçă пыракан çĕре ан лектĕрччĕ тет. Афганистан хыççăн Чечен вăрçи тухрĕ. Кама кирлĕ вăрçă? Çĕр чăтайми хуйхă тỹссе куртăм, урăх нихăш салтак амăшĕн те тỹсмелле ан пултăр ăна».

Паттăр салтакăн амăшĕн чĕри 2004 çулхи çу уйăхĕнче тапма чарăннă…

Асăну хăмине уçма ял çыннисем йышлă пухăннă. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен округри канашĕн председателĕ Петр Анисимов, Юрăн пиччĕшĕ Вячеслав Григорьев, çывăх тăванĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Леонид Григорьев афган вăрçин паттăрне ăшшăн аса илнĕ, асăннă мероприяти ăна астăвăмра тытмалли пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палăртнă.

Юра ячĕ манăçмасть. Вăл 36 çул ĕмĕрлĕх канлĕхре пулин те, ун ячĕпе çулсеренех ака уйăхĕнче шкул ачисен баскетбол турнирне ирттереççĕ.

Асăну хăмине уçни вара унăн ятне халăхăмăр хушшинче мăнаçланупа çирĕплетĕ кăна. Шăплăх тапхăрĕ хыççăн ăна Алексей Антонов афганец тата Вячеслав Григорьев уçнă. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Хĕлхем» ансамбль «Помните» юрăпа кашнинче мăнаçлану, патриотла туйăм çуратнă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code