Суббота, 26 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Владимир Галошевăн черетлĕ  кӗнекин хӑтлавӗ иртрĕ

Владимир Галошевăн черетлĕ  кӗнекин хӑтлавӗ иртрĕ

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп вулавӑшра Кушкă ялĕнче ҫуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан паллă журналистăн, художникăн, режиссерăн Владимир Петрович Галошевăн «Аслă Пăла тăрăхĕнчи вунă ял» черетлĕ  кӗнекин хӑтлавӗ иртрĕ.

Тĕлпулӑва Владимир Галошев автор, районти тавра пĕлӳçĕсем, вулав ĕçченĕсем, чăваш чĕлхи учителĕсем, вулакансем хутшăнчӗҫ.

Кĕнекере Аслă Пăла Тимеш тăрăхӗнчи 10 ял çинчен каласа панӑ. 10 ял пĕр- пĕринпе питĕ тачă çыхăнура. Совет Союзĕ  вӑхӑтӗнче 30 ҫул ытла вӗсем «Победа» ял хуҫалӑх пӗрлешӗвӗнче пӗрле пулнӑ. Ялсем Аслă Пăла юханшывĕ тавра вырнаҫнӑ. Ҫавăн пекех çак кĕнеке 10 ялăн историллӗ пулӑмӗсем, паллӑ вырӑнӗсем тата таврари ҫынсем ҫинчен каласа парать.

Кӗнеке хатӗрленӗ чухне автор архив докуменчӗсемпе, тавра пӗлӳ материалӗсемпе, асаилӳсемпе, калавсемпе, фотоальбомсемпе, Аслă Пăла Тимеш  тӑрӑхӗнче пурӑнакансем  каласа панисемпе усӑ курнӑ.

Кӗнекене сӳтсе явнӑ май Илья Трофимов, Владимир Плотников, Анатолий Тимофеев тата ыттисем те Владимир Галошев ӗҫӗ пуян пулнине, кĕнеке шкулсенче тӑван ен культурине, историне вӗрентекенсемшĕн усӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ. Ку кӗнеке  Аслă Пăла Тимеш тăрăхӗнче пурӑнакан кашни ҫын сӗтелӗ çинче  пулма тивӗҫлӗ. 

Владимир Галошев хӑйӗн малашнехи шухӑш-ӗмӗчӗсемпе те паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code