Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Автомашинăна юратаслăх — юнра

Автомашинăна юратаслăх — юнра

Çĕр çинче кашни çыннăн хăйĕн тивĕçĕ, интересĕ. Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Юрий Миллин мĕн çамрăкран автомашинăсемпе интересленет. Ахальтен мар профессине те çак енĕпе çыхăнтарнă «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерлă обществăн автотранспорт пайĕн начальникĕ. Автомобильпе хула пассажирĕсен транспорчĕн кунне паллă тăвас умĕн Юрий Николаевичпа калаçса тĕрлĕ ыйтусене уçăмлатма май килчĕ.

Юрий Миллин 1980 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Патреккел ялĕнчи Николай Петровичпа Тамара Николаевна Миллинсен çемйинче кун çути курнă. Çемьере 2 ача çитĕннĕ вĕсем: Юрий тата Алексей.

Патреккел шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Юрий Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе «Автомобили и автомобильное хозяйство» специальноçа алла илнĕ. Унтан Саратов хулинче МЧС тытăмĕнче 1 çул çар тивĕçне пурнăçланă.

— Автомашинăсене юратаслăх манăн шкулта вĕреннĕ çулсенчех çирĕпленнĕ. Эпĕ 13 çулта чухне — 1993 çулччĕ ун чухне — атте мана хăйĕн ГАЗ-69 (1971 çулта туса кăларнă) автомашини çумне явăçтарчĕ. Çул-йĕр çинче çỹреме права илес ỹсĕм çитсен çак транспорт хатĕрĕ хамăн пулассине пĕлтерчĕ. Пурнăçри пысăк телей, нимпе виçейми хаклă парне пулчĕ çакă маншăн. Ачалăхри парне паянхи кун та ман çумра — ĕнер туса кăларнă пек тирпейлĕхре тытатăп, пăхса-юсасах тăратăп эпĕ ăна. Ретро-машинăсемпе интересленнĕ май халĕ ун çумне тĕрлĕ çулта туса кăларнисем те хутшăнсах пыраççĕ. Вĕсене ятарлă гаражра тытатăп. Унта автомашинăсемпе пĕрле мотоциклсем, велосипедсемпе мопедсем, калăпăшĕпе пĕчĕккĕ автомашинăсем вырăн тупнă, — чуна киленĕç кỹрекен интересĕ пирки кăмăлласах каласа парать Юрий.

Вăл — Чăваш Енри «Ретро» клубăн хастар членĕ те. Клуб çулсерен ирттерекен мĕн пур мероприятие активлă хутшăнать. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли — Хусан хулинче çулсерен йĕркеленекен истори техникисен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ. Унта кивĕ автомашинăсене кăтартакансем çĕршыври 50 регионтан тата ют çĕршывран та хутшăнаççĕ. 2022, 2023 çулсенче Юрий Николаевич асăннă фестивалĕн тĕрлĕ номинацийĕсенче çĕнтерỹçĕ те пулнă. Клуб кăçал хамăрăн республикăра пуçласа «Старый клаксон» фестиваль йĕркеленĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртнĕ. Малашне ку фестивале ирттерессине йăлана кĕртес, унта çĕршыври тата ун тулашĕнчи кивĕ автомашинăсене юратакансене хутшăнтарас тĕллевлĕ йĕркелỹçĕсем.

— Çакăн евĕр курав-фестивальсем тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ çĕршывра туса кăларнă автомашинăсемпе паллашма, ку темăпа пĕлĕве тарăнлатнипе пĕрлех опыта пайлама май парать, — палăртать Ю.Миллин.

Фестиваль тата кивĕ автомашинăсем, вĕсен хăвачĕ, хăйне евĕрлĕхĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать вăл. Ку енĕпе интернет уçлăхĕнче пĕлĕвне тарăнлатсах пырать.

Патриотизма çамрăкран ăша хывса ỹснĕ Юрий çак туйăма çĕклекен тата çирĕплетекен мероприятисен чи хастар участникĕ. Вĕсене йĕркеленĕ чухне унăн коллекцийĕнчи автомашинăсем уйрăмах витĕмлĕ вырăн йышăнаççĕ.

2021 çул Чăваш Енре Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулчĕ. Çак сумлă та паллă çула халалласа Патреккел ялĕн тепĕр хастарĕ Алексей Енейкин «Тăшман ури кунта ан пустăр» ятпа документлă илемлĕ фильм ỹкерчĕ. Юрий Миллин ку фильма ỹкерме хăйĕн ЗИС-5 автомашинине (1941 çулта туса кăларнăскер) уйăрнипе пĕрлех ỹкерỹ процесне те хутшăннă. Çил-тăманлă шартлама сивĕ çанталăкра вăрçă вăхăтĕнчи автомашинăпа ỹкерỹ йĕркелени картинăна ĕнентерỹллĕн сăнарлама май панă.

Çак çул Юрий Миллин республикăра иртнĕ «Сăр чиккисем таран» марафона йĕркелес ĕçре пысăк активлăх кăтартнипе пĕрлех автомобилистсен пĕрлехи çул çỹревне хутшăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунине паллă тăвакан мероприятисенче те пысăк активлăхпа палăрать Ю.Миллин. Техника парадне ирттерме çулсерен пĕрер теçеткене яхăн техника уйăрать вăл, çавна май Пĕтĕм Раççейри «Раççейри ветерансен пĕрлĕхĕ» ветерансен организацийĕн Тавĕсене те пĕрре анчах мар тивĕçнĕ.

Çапла чылайранпа техника çумĕнче арçын. Хăйĕн ĕç биографине те техникăпа çыхăннă службăран пуçланă. 2004 çулта «Чувашсетьгаз» ОАОн (организаци ячĕ кайран «Газпром газораспределение Чебоксары» ятпа улшăннă) автотранспорт службин диспетчерĕнче ĕçлеме тытăннă вăл. Пысăк тăрăшулăхне тата яваплăхне кура пĕр çулталăкранах ăна асăннă службăн ертỹçин тивĕçне пурнăçлама шаннă. 2005 çултанпа транспорт уйрăмĕн начальникĕ вăл.

— Юрий Николаевич хăйĕн ĕçне тĕплĕн пĕлнĕрен тата юратнăран, кашни ĕçченпе пĕр чĕлхе тупма пултарнăран организацин автомашина паркĕнче йĕрке хуçаланать, вăл çĕнелсех пырать. Унăн çирĕп дисциплинине кура пур ĕçчен те шаннă тивĕçе тĕплĕн пурнăçлать, автомашинăсем те яланах юсавлă. Асăннă автомашинăсем хутшăннипе çул-йĕр çинче инкек пуласлăх та палăрмаллах чакнă, — палăртать «Газпром газораспределение Чебоксары» организацин тĕп директорĕ Александр Бусыгин.

Ю.Миллин организацинче тата ун тулашĕнче иртекен обществăлла ĕçсенчен, культура тата спорт мероприятийĕсенчен аякра юлмасть.

Пархатарлă ĕçне кура сахал мар наградăна тата тав сăмахне тивĕçнĕ ертỹçĕ. Вĕсен шучĕ те çук. Чи пĕлтерĕшлисене асăнса хăварар: 2015 çулта «Чăваш Республикин транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Кăçал вара Юрий Николаевича ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Хисеп хутне парса чыс турĕ.

Юрий Николаевича Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе, Раççей Федерацийĕн транспорт министрĕн, Чăваш Республикин Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн тĕп инспекторĕн, «Чувашсетьгаз», «Газпром газораспределение Чебоксары» организацисен тавĕсемпе те чысланă.

Юлташĕсем тата пĕрле ĕçлекенсем Ю.Миллина сăмахне тытма пĕлнĕшĕн, яваплăха туйнăшăн тата йывăр вăхăтра алă тăсса пулăшма пултарнăшăн хисеплеççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Ю.Миллинăн архивĕнчи сăн ỹкерчĕксенче: ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Ю.Миллина Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысланă самант; коллекцинчи 1956 çулта туса кăларнă ГАЗ-12 «ЗИМ» сумлă вырăн йышăнать; тивĕçлĕ ĕçшĕн — Тав хучĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code