Александра Юрьевнăн хĕр чухнехи хушамачĕ Киргизова. Вăл Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче Юрий Петровичпа Ирина Владимировна Киргизовсен çемйинче çуралнă, иккĕмĕш ача. Шкула кайиччен Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкасси ялне куçса килнĕ. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ çак ялта иртнĕ. Ял çыннисем ăна юратса Соня тесе чĕнеççĕ. Энтепери тĕп шкулта, Кушкăри вăтам шкулта вĕреннĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра харсăр хĕр тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене, акцисене, наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăннă, çĕнтерỹçĕпе призерсен йышне кĕнĕ.
— Александра Юрьевна, çар çыннин профессийĕ пирки хăçан шутлама пуçларăр?
— Çар çыннин профессийĕ пирки эпĕ 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне çеç шухăшларăм. Интернет урлă хам вĕренме каяс института шыраса тупрăм, сайтри материалсемпе паллашрăм. Çавăн хыççăн вара çар ретне тăрас кăмăл çуралчĕ. Ятарласа хатĕрленме тытăнтăм. Обществознанипе ППЭ тытрăм.
— Ăçта вĕрентĕр?
— Вольск хулинчи çар институтĕнче.
— Вĕреннĕ çулсем пирки кăштах каласа кăтартаймастăр-ши?
— Эпĕ çар институтне 2018 çулта вĕренме кĕтĕм. Малтанласа çăмăлах та марччĕ, çывăх çынсенчен аякра, çар дисциплини… 2-3 уйăхран казармăри пурнăçа та хăнăхса çитрĕмĕр. Пĕрле вĕренекенсемпе туслашрăмăр. Тăватă хутчен Мускавра иртекен Çĕнтерỹ парадне хутшăнма тивĕçлĕ пултăм. Пулас мăшăрăмпа та çакăнтах паллашрăмăр. Чăвашсемпе туслă пурăнаттăмăр. Институтра вĕреннĕ вăхăтра чăваш халăхĕн йăлипе çыхăннă мероприятисене те хаваспах хутшăнаттăм. 2023 çулта вĕренсе пĕтертĕм.
— Ун хыççăн ăçта ĕçлерĕр?
— Вĕренсе пĕтерсе алла диплом, лейтенант званине илнĕ хыççăн Наро-Фоминск хулине службăна ячĕç. Унта пĕр уйăх службăра тăнă хыççăн Воронеж облаçне куçарчĕç. Кĕр çитсен пĕрремĕш хут ятарлă çар операцийĕн зонинче пулса куртăм. Ун хыççăн вара паянхи кунчченех çавăнта вăй хуратăп — СВОри салтаксене апат-çимĕçпе тивĕçтеретпĕр. Çавăн пекех эпĕ документсемпе те ĕçлетĕп.
— Хăрушă мар-и?
— Малтанхи вăхăтра, паллах, шикленỹ туйăмĕ вăйлăрахчĕ. Халь ĕçлеме хăнăхса çитрĕмĕр.
— Сирĕнпе пĕрле тата хĕрсем ĕçлеççĕ-и?
— Манпа пĕрле тата икĕ хĕр ĕçлет. Пĕринпе институтра 5 çул пĕрле вĕреннĕ, тепри хăй ирĕкĕпе контракт çырса медицина енĕпе вăй хурать.
— Эсир пуринчен ытларах мĕн çинчен ĕмĕтленетĕр?
— СВОри кашни çын, паллах, часрах вăрçă пĕттĕр, çемье патне чĕрĕ те сывă таврăнас тесе ĕмĕтленет. Çĕр çинче мирлĕ пурнăç пултăр тет.
— Çамрăк ăрăва мĕн сĕнес тетĕр?
Çĕршыва юратма, атте-аннене хисеплесе, ватăсене сума суса, килĕштерсе пурăнма сĕнес килет. Мĕн пуррине хаклама, упрама пĕлесчĕ. Тăван ял, округ, республика ятне çỹллĕ шайра тытасчĕ, çынлăха çухатас марччĕ.
— Александра Юрьевна, интервью пама килĕшнĕшĕн чунтанах тав тăватпăр. Тăван ялта сире курма яланах кăмăллă, хавас. Часрах çĕнтерỹпе таврăнмалла пултăр. Çỹлти Туррăмăр сире пулăшса пытăр.
Мария АЛЕКСАНДРОВА. Кушкă шкулĕ.