Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕлмелли сахал мар

Пĕлмелли сахал мар

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра Чăваш Республикин прокурорĕн заместителĕ Сергей Державин тата Елчĕк районĕн прокурорĕ Александр Кудряшов пулчĕç.

Вĕсем кунти йăла, пурăнмалли пỹлĕмсенчи, апат-çимĕç блокĕнчи условисемпе паллашрĕç, персонал шухăш-кăмăлне пĕлес тĕллевпе калаçу йĕркелерĕç.

Сергей Державин çавăн пекех Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕпе Владимир Федоровпа çивĕч ыйтусене тишкернĕрен, уйрăмăн ĕç-хĕлне тата та ăнăçлă йĕркелеме май парасса шанатпăр.

Асăрхав органĕн представителĕсем ватăсемпе куçа -куçăн калаçнă хыççăн харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç. Пĕлмелли, ыйтмалли сахал мар пулчĕ вĕсен.

Антонина ОСИПОВА,
стационар ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code