Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн ĕçченĕсем кĕрхи сивĕсене пăхмасăр ГТО нормативĕсене пурнăçлама пуçланă.
Культурăпа кану паркĕн спорт площадкинче вĕсем 1 километрлă дистанцире тĕрĕсленĕ хăйсене. Çывăх вăхăтра тата виçĕ теста парăнтарма тĕллевлĕ. Ку тĕлĕшпе ертỹçĕсем — округ пуçлăхĕн çумĕсем Марина Павловăпа Владимир Николаев ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.