Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мускавра чысланă

Мускавра чысланă

Чỹк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускаври актерсен Тĕп çуртĕнче «СтоЛичные истории» конкурс çĕнтерỹçисен чыславĕ иртрĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата çĕнĕ регионсенче пурăнакансене пулăшакан тăрăшуллă граждансем çинчен йĕркеленĕ «СтоЛичные истории» конкурса 1000 ытла çын хутшăннă. Мероприятие «Халăхсем хушшинчи интеграци технологийĕсем» коммерциллĕ мар фондăн тĕп хулари Наци политикин тата регионсем хушшинчи çыхăнусен департаменчĕ пулăшнипе йĕркеленĕ.

Жюри çĕнтерỹçĕ пулма тивĕçлĕ 7 волонтерпа филантропа суйламалла пулнă. Наградăсене вĕсем Раççей Геройĕсен — Борис Дудко, Николай Гаврилов, Андрей Соловьев, Сергей Бойко тата Аркадий Корольков аллисенчен илчĕç.

Церемонире конкурсантсен пархатарлă ĕçĕсем çинчен каласа паракан роликсем кăтартрĕç.

Çĕнтерỹçĕсен йышне пирĕн ентешсем — Петр Юрьевич Архилин (Елчĕк), Геннадий Николаевич Димитриев (Лаш Таяпа), Николай Ильич Трофимов (Кушкă) кĕме тивĕçрĕç. Вĕсене сцена çинче Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант наградăсем пачĕ. Чăваш Енре пурте пĕлеççĕ пулĕ, Николай Федорович Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралса ỹснĕ. «Хамăр ентешсене саламлатăп, сирĕнпе çак сцена çинче тăма питĕ кăмăллă!» — çак сăмахсемпе вăл конкурсантсене саламласа, малашне те ăнăçу сунса алă тытрĕ.

Ентешĕмĕрсен тивĕçлĕхне федераци шайĕнче палăртса чысланăшăн эпир те мăнаçланатпăр.

Анастасия АРХИЛИНА.
Мускав хули.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code